Нумаях пулмасть Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ярмушка ял тӑрӑхӗ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.
Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.
Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, Авшак Элмен, Кивҫурт Мӑрат ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.
Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.
Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП.
17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.
Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ.
Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви районсемпе хуласен кӑҫалхи пилӗк уйӑхри хыснине тишкернӗ те 10 районта ӑна дефицитпа пурнӑҫланине асӑрханӑ. Ҫаксен шутне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗнӗ. Вӗсен профицичӗ 597,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Маларах Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсене профицитпа вӗҫленнӗ терӗмӗр-ха та, анчах вӗсем тупӑш илессине пуринчен ытла ӳстернине те палӑртмаллах. Тӑвайӗнче тупӑш курасси 44,2 процент хушӑннӑ; Ҫӗмӗрле районӗнче — 35,9 процент. Тупӑша ытларах чухне вӗсем ҫӗр лаптӑкӗсене сутнипе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчипе танлаштарсан 11 муниципалитетра хыснана укҫа сахалтарах килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, тӗслӗхрен, унчченхин 84,8 проценчӗ чухлӗ кӑна пухӑннӑ; Шӑмӑршӑ районӗнче — 87,6 процент; Шупашкар районӗнче — 90,2 процент.
Республикӑри районсемпе хуласене пӗтӗмӗшле илес тӗк, тупӑш шайне вӗсем 2,5 процент ӳстернӗ.
Раҫҫейри «Ren TV» телеканал Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Ҫӗмӗрлесем референдум ирттересшӗн-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем Чӑваш Республикинчен уйрӑлса Чулхула облаҫне кӗрес ыйтӑва татса парасшӑн имӗш.
Кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ телеканалӑн «Неделя с Марианной Максимовой» (чӑв. Эрне Марианна Максимовӑпа пӗрле) кӑларӑмра калаҫнӑ. Ҫӗмӗрле районӗн халӑхне Чӑваш Республикин хальхи Элтеперӗн политики тивӗҫтермест-мӗн. Ҫавӑнпах вӗсем референдум ирттерес ыйтӑва ҫӗкленӗ.
Хальхи историшӗн ку ҫӗнӗлӗх. Кунашкалли хальччен пулман. Чӑваш Енре Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсем те Чулхула патнелле туртӑнни пирки калаҫаҫҫӗ. Етӗрнепе Сӗнтӗрвӑрри хулисем те малтан чӑвашсен пулман-ҫке-ха.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ ялӗнче пурӑнакансене тинех пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтернӗ. Кунта 18 ҫул каялла чукун ҫул ҫинчи пысӑк авари пулнӑ. Ҫавна май экологи те самай шар курнӑ. Кӑҫал Мисчӗре унчченхи шыв тытӑмне юсаса пӗтернӗ.
Кил патнех ҫитекен таса шыв пирки Мисчӗсем малтан ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ. Ара, 1996 ҫулта кунта дизель тата фенол турттаракан пуйӑс ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫӗр тата шыв тасамарланнӑ. Анастасия Белова каланӑ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн шыв питӗ пахалӑхсӑр пулнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те вилнӗ. Ҫӗр, курӑк — йӑлтах сарӑхнӑ.
Авари хыҫҫӑн ҫамрӑксем кунтан тухса кайнӑ. Ҫак ҫулсенче вырӑнти юханшывсене тасатма май килнӗ. Халӗ унта фенолпа нефть продукчӗсем нормӑран нумай мар, ҫавна май Чулхула чукун ҫулӗ уйӑрнӑ укҫана авари хыҫҫӑнхи пӑтӑрмаха пӗтерме ямашкӑн йышӑннӑ. 20 миллион тенкӗпе шыв тытӑмне юсанӑ. Ӗҫе Чулхулари компани тунӑ.
Авариччен Мисчӗре 280 ытла кил пулнӑ, 2 пин ҫын пурӑннӑ. Халӗ кунта 180 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ытларахӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов каланӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче ҫынсем Мисчӗне таврӑнма тытӑннӑ.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Кунта кунашкалли пӗрремӗш хут иртнӗ. Концерт умӗн мӗн пур ушкӑн Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ Илларион асапҫӑн ҫветтуй ҫӑлкуҫӗ патне ҫитнӗ.
Фестиваль театрализацилесе утассинчен пуҫӑннӑ. Уява республикӑри 7 районти 9 ушкӑн хутшӑннӑ. Праҫник йӗркелӳҫисем — Ямаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Васильев, ҫак районти Егоркино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев ку уяв республикӑри халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.
Уявра чи малтанах «Ямаш» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса чӑваш юррисем шӑрантарнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗ, ҫак районти «Шӳлкеме» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Муркаш районӗнчи «Сурпан» вокал ансамблӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ, Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ.
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |